Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать,
Куҫҫуль витӗр кун курӑнать...
Ҫунатӑм, юлатӑн. Ан макӑр.
Салтак пек маттур уйрӑлар.
Ман ҫул — ҫӑлтӑр витӗр — тап-такӑр,
Ман кун — куҫҫуль витӗр — уяр.
Пире ҫурҫӗр ҫилӗ ыталӗ,
Ачашлӗ кӑра шартлама.
Ҫуталӗ жандармӑн медалӗ,
Вӑл памӗ ҫулран аташма.
Спасибо! Савса ывӑлларӗ
Мана Сармантей самани.
Юрлар-и, кулса уйрӑлар-и?
Тен, ӗмӗрлӗхех... чун савни!..